Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Любовь Фёдоровӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.
Пултаруллӑ артисткӑна Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ — театр ӳнерне аталантарнӑшӑн тата нумай ҫул чуна парса ӗҫленӗшӗн Любовь Михайловна Чӑваш Ен президенчӗн Тав сӑмахне тивӗҫни пирки пӗлтерчӗ.
Саламлама ҫавӑн пекех артистка ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи ҫынсем чылайӑн пынӑччӗ. Унсӑр пуҫне пултарулӑх каҫӗнче салам сӑмахӗ калакансен шутӗнче Любовь Михайловнӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем, тусӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем пулчӗҫ.
Пултарулӑх каҫне пухӑннисем А. Цагарелин «Евчӗ», Г. Медведевӑн «Пасар патши», Г. Башкуевӑн «Ҫӗнӗ арӑм», А. Лекановӑн «Юратсан юрлас килет» спектакльсенчи сценкӑсене курма пултарчӗҫ.
Геннадий Михайлович пирки эсир илтмен пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта вара ӑна пӗлмен ҫын ҫук. Ҫак хастар ҫынна районӗпех лайӑх паллаҫҫӗ — вӑл «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗн аккомпаниаторӗ.
Иртнӗ шӑматкун, нарӑсан 5-мӗшӗнче, Ҫӗньялти пултарулӑх ҫуртӗнче Геннадий Михайлович Тимофеевӑн 50 ҫулне палӑртса пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.
Юрӑ-ташӑпа «Ахрӑм» вокал ансамблӗ, Ҫӗньялти «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗҫ. Ҫак пултарулӑх ҫуртӗнче тӗпленнӗ халӑх театрӗ сценкӑсем выляса пачӗҫ.
50 ҫул тултарнӑ ятпа Геннадий Михайловича Шупашкар районӗн профком председателӗ, ПКУ методисчӗ Лукина Ф.Н. саламларӗҫ. Вӗсем ӑна Шупашкар районӗн Хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Аккомпаниатора ҫавӑн пекех Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Зубков Е.А. саламларӗ.
Паян чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑ Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Лебедев Валериан Степанович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Халӑхпа сывпуллашасси ыран, нарӑсан 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ (вӑхӑтне каярах пӗлтерӗҫ).
Лебедев Валериан Степанович 1931 ҫулхм юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапай ялӗнче ҫуралнӑ.
1953 ҫулта Кейӳ патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи музыка училищине пӗтернӗ, унтан пӗлӗвне А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче (ГИТИС) ӳстернӗ. 1948-1949 ҫулсенче Ишлейри культура Ҫуртӗнче инструктор-массовик пулса ӗҫленӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине 1954 ҫулта тухнӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) директорӗ пулнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Арсентий Тарасов ҫыравҫӑ, журналист шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, вӗсемпе калаҫу ирттерчӗ.
Хӑна шкул вулавӑшне «Тӑван Атӑл» журналӑн номерӗсене, тата «Хресчен сасси» хаҫатӑн каларӑмӗсене парнелерӗ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Николай Плотников календарьсем парса хӑварчӗ — ЧОКЦ кӑларнӑ авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисен календарь-плаката тата «Сувар» фонд хатӗрленӗ календаре. Шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ — «Юрату.ру» ушкӑна йӗркеленӗ Роза Беляева ертсе пынипе хӗрачасем юрӑ юрласа пачӗҫ. Шкулти халӑх музейӗ те Арсений Тарасова кӑмӑла кайрӗ — ун пуянлӑхӗпе тӗлӗнчӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта тӗлпулусем ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ — тӗслӗхрен, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла шкулта Анатолий Смолинпа Владимир Мишан пулсаччӗ. Ун хыҫҫӑн кунтах Лидия Сарине, Борис Борлен, Виталий Станьял тата ыттисем пулчӗҫ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑсемпе конкурссем иртеҫҫӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене премисемпе хавхалантараҫҫӗ. 2010 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх республикӑри 72 яш-кӗрӗме, вӗсенчен ытларахӑшӗ шкул ачисемпе студентсем, укҫан хавхалантарнӑ. 23 ҫамрӑка 60-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Преми илнисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи тата Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулсен воспитанникӗсем те (Артемий Федоров тата Руслан Павлов) пур.
Вӗсене саламлатпӑр! Малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Пирӗн асаттесен авалхи ҫӗршывӗ Атӑлҫи Пӑлхарстан пулнӑ. Чылай вӑхӑт хушши шӗкӗр хули ятне Пӑлхар йышӑннӑ. Чӑвашсем унта халӗ те пурӑнаҫҫӗ — тин ҫеҫ Шупашкара Якличева Валентина Михайловнӑпа Снаренкова Лиана Михайловна килнӗччӗ. Паян Пӑлхартан килнӗ хӑнасем Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пулчӗҫ.
Шкулта вӗсене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем Пӑлхар хулипе паллаштарчӗҫ, унти пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗҫ (Валентина Михайловна чӑваш чӗлхи вӗрентет), хӑйсем пекех чӑвашлӑха упрама чӗнсе каларӗҫ. Шкул ачисем вӗсен калавне тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Вӗрентекенсем те хӑнасене ахаль ямарӗҫ — тӗлпулу хыҫҫӑн Роза Беляева, «Юрату.ру» ушкӑна йӗркелекенӗ, хӑйӗн дискӗсене парнелерӗ.
Пӑлхар хӑнисем шкул музейӗпе те паллашрӗҫ. Авалхи япаласене тытса курнӑ май хӑйсен пурнӑҫӗнчи ачалӑха аса илчӗҫ.
Валентинӑпа Лиана пурне те хӑйсем патне хӑнана, Пӑлхара, чӗнчӗҫ, тараватлӑ кӗтсе илнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче нумай пулмасть тренажерсем вырнаҫтарнӑ — вӗсемпе ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме май пулӗ. Ҫӗнӗ спорт хатӗрӗсене илме пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче шкула панӑ 250 пинлӗ грант пулӑшнӑ.
Пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче иртнӗ «Образовательная инициатива» ӑмӑртӑва пурӗ 300-е яхӑн шкул хутшӑннӑ. «Шкул ачисен сывлӑхне упраса ҫирӗплетесси» номинацине 35 шкул заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 5-ӗшне суйласа илсе 250 пин тенкӗ панӑ, ҫав шутра Чӑрӑшкасси шкулне те.
Ҫак укҫана усӑ курсах шкулӑн 10 вӗренекенӗ ЧППУра «Вӗренӳ процесне хутшӑнакансен сывлӑхне пӑхса тӑрасси тата упрасси» курсра хӑйсен пӗлӗвне ӳстерме пултарнӑ.
Чӑрӑшкасси шкулӗ спорт енӗпе яланах малта пыма тӑрӑшать. Кун пирки коридорти хисеп хучӗсемпе грамотисем питӗ лайӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Шкулӑн вӗсем нумай, пурне те ҫакма стени те ҫитмест теҫҫӗ шкул ертӳҫисем. Ҫирӗп сывлӑх пулсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех. Ҫӗнӗ тренажерсем ку тӗлӗшпе самай пулӑшу парӗҫ.
Шупашкар районӗнче 148 ачана ҫемьесене усрава илнӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче вӗсем пурте, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле Кӳкеҫри Культура ҫуртне Ҫӗнӗ Ҫул уявне пухӑнчӗҫ. Район администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Смирнов, социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Маргарита Павлова ачасене Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламларӗҫ, «Ачасене — парне» акци йӗркелесе пухнӑ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ. Районти 4282 ача вӗсем валли Ҫӗнӗ ҫул парнисем пухса хатӗрленӗ. Хӗл Мучипе Юр Пике, ытти ачасем вӗсене ҫак уявра парнесем салатса пачӗҫ.
Явӑшра пурӑнакан Ольга Данилова 6 ҫул каялла хӑйӗн ҫемйине Андрее усрава илнӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен те ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑлпа хӗр пур. Андрее пурте юратаҫҫӗ, пӗр тӑван вырӑнне хураҫҫӗ.
Нумай пулмасть Шупашкар районӗнчи «Пепке» ШҪҪАМВУ (выр. МДОУ) 35 ҫул тултанине анлӑ палӑртрӗ. «Пепке» Шупашкартан хӗвелтухӑҫнерех ларакан Ҫӗньялта вырнаҫнӑ. Кунта ҫывӑх ялсенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ, вӑл шутра Арманкассинчи, Шанарпуҫри, Илпешри, Кӗҫӗн Шахчӑрти, Ирчекассинчи тата ыттисенчи.
Тулли ҫул тултарнине ачасем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ — юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ вуларӗҫ.
Хӑнасем те сахал марччӗ — ашшӗ амӑшӗсем, ку ача пахчине маларах ҫӳренӗ ачасем. 2003 ҫулта кунта ҫитӗнсе ӑс пухнӑ ачасем ахаль килмен — юрласа-ташласа пачӗҫ.
«Эткер» центрта экологие вӗренекенсен Республикӑри XVII ӑслӑлӑхпа-практика конференцийӗ иртнӗ. «Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗрулми икӗ хутчен ҫитӗнтерни» темӑпа («Пирӗн ҫемьери симӗс технологи» хуҫалӑхри ял хуҫалӑх опычӗ тӑвакансем» номинацире) Альбина Прохорова хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе малти вырӑна тухнӑ, — тесе пӗлтерет Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ. Альбина Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренет. Ачасен пултарулӑх центрӗн «Ҫамрӑк натуралист» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрет, хӑйӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемпе ентешӗсене час-часах савӑнтарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |